Украинăри çар
операцийĕсене хутшăнса пуçне хунă Раççей Геройĕ Дмитрий Семенова асра тытса
Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Унта 2007-2008 çулсенче
çуралнă ачасем явăçнă. 12 виçе категорийĕпе ăмăртнă. 100 килограма яхăн таякан
виçеллисем хушшинче Кивĕ Катек каччи Максим Леонтьев та пулнă. Вăл çĕнтернĕ.
Максим улттăмĕш класранпах кĕрешме юратакансене хатĕрлекен секцине çỹрет. Вăл малтан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. Спортри вăрттăнлăхсене ăна Вячеслав Спиридонов панă. Кайран каччă Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕне куçнă. Халĕ çамрăк Хусанти олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕре вĕренет. Малти вырăнсемшĕн 30 ытла медале тивĕçнĕ. Чăваш, Тутарстан Республикисенчи, Оренбург, Мускав, Орел хулисенчи ăмăртусене хутшăннă. Владикавказра та пулнă Максим. 14 çултах вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Малашлăх ĕмĕчĕсем те пысăк.
А. ИВАНОВА