Николай Кузьмина асра тытса


Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул спортзалĕнче нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ, вĕрентỹ отличникĕ, краевед, 40 çул ытла кунта учительте ĕçленĕ Николай Иванович Кузьмина асра тытса волейбол турнирĕиртнĕ. Хĕрỹ тупăшусенче арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна "МастерÇ", иккĕмĕшне ФСК "Паттăр", виççĕмĕшне "Рассвет" командăсем тухнă.

Хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командине çитекенни пулман. "Исток" тата "Тойси" командăсем икккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

А. ИВАНОВ.

Источник: Батыревская районная газета "Аавгард"