ГТО нормативĕ - пуриншĕн те пурнăç норми

ГТО нормативĕ - пуриншĕн те пурнăç норми

ВĔРЕНЕКЕНСЕН кĕркуннехи каникулĕ вĕçленнĕ хыççăнах Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкула кунсеренех муниципалитет округĕнчи шкулсенчен тĕрлĕ çулхи ачасем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Тĕп тĕллев - ГТО нормативĕсене пурнăçласси.

 Çавăн пекех ГТО нормативне йышăнакансем шкулсене те тухса çỹреççĕ, ачасен, педагогика коллективĕсен пурнăç норми шутланакан енсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеççĕ. Юлашки кунсенче çеç Аслă Чементи, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Çĕньялти, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Ыхра Çырминчи, Первомайскинчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче вĕренекенсем хăйсен çулĕпе спорт нормисене тултарнă. Ачасем чылай хусканăва çăмăллăн тата чăрмавсăр пурнăçлани вĕсем физкультурăпа тата спортпа çывăх пулнине çирĕплетет.